Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чакак – чакăлти кайăк

Чакак – хĕлле те, çулла та пирĕн тăрăхра пурăнакан хитре кайăк. Ăна курман, пĕлмен çын çук та пулĕ. Вăл ытти кайăксем хушшинче хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Сăнарах пăхăр-ха ун çине: чакак темĕн çитменнипе ÿпкелешнĕн ялан вăрăм хÿрине чĕтрентерсе чакăл-чакăл чакăлтатма юратать.

Çуллахи вăхăтра чакак вăрманта е аслă çул хĕррипе лартса тухнă хÿтлĕх вăрман тăрăхĕнче пурăнать, унтах чĕпписене пусса кăларать. Хĕл каçма вара çак кайăк çывăхри яла вĕçсе килет. Кунта чылай чухне вăхăтне пахчари йывăçсем çинче ирттерет, хăй çывăхĕнче йытă-кушак пулсан, пулăшăва чĕннĕн, çынсене илтĕнмелле чакăлтатать.

Выльăх пуснă вырăнта та чи малтан чакак вĕçни курăнать. Вăл хăйĕн чакăл-чакăл сассипе ытти кайăксене хăнана чĕннĕн туйăнать. Кăшт хÿтĕрсенех хăй хÿрине сиктеркелесе айккинелле вĕçсе тарать, ыттисене кунта асăрхануллă пулмаллине систерет.

Акă, пĕррехинче, кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне, хамран аслăраххисемпе пĕрле вăрмана шăхлич тума çăка туратти касма кайсан, эпир чакак йăва çавăрнă йывăç патне пырса тухнăччĕ. Унччен те пулмарĕ, çак кайăк темĕн пулнăн йăви вырнаçнă йывăç çийĕн чакăлтатса вĕçме пуçларĕ. Çав самантрах вăл панă паллăпа пирĕн умма хамăртан аслăрах виçĕ çамрăк çитсе те тăчĕç. Пирĕнпе, ачасемпе, калаçса та тăмарĕç, пĕр хирĕçÿсĕр «çаратрĕç»: камăн мĕн пулнă, пĕтĕмпех туртса илчĕç (пурин те çĕçĕ пулнăччĕ). Паллах, пире хăратса тунă ĕнтĕ çав ирсĕр ĕçе вĕсем. Çапла вара, эпир хăш вырăнта пулнине чакак паллă парса пĕлтернĕрен, пирĕн вăрмантан нимсĕрех таврăнма тиврĕ.

Çак чакăлти кайăка йыхрав хыпарçи теме те пулать. Енчен те чакак чакăлтатнă вырăна пĕр ÿркенмесĕн тухса пăхсан, унта мĕн те пулин курма пулатех. Кил çывăхĕнче ун-кун пулса иртни çинчен те вăл çийĕнчех систерет.

– Чакак сассине памарĕ паян, никам та килмест пуль. Пĕркун кил хушшине килсе хĕрсе кайсах чакăлтатрĕ те, тăван çитрĕ, – пĕлтерет пускил.

Еплерех концерт пама ăста тата çак кайăк. Тимлĕрех итлесен, вăл пĕчченех тĕрлĕрен сасăпа чĕвĕлтетнĕрен, ирĕксĕрех нумай инструментлă оркестр пулĕ ку, тесе шухăша путатăн. Çаврăнса пăхсан чакак хăй пĕчченех чакăлтатнине куратăн.

Чакак хăйĕн йăвине çÿллĕ мар ÿснĕ йывăç çинче, тухса кĕме пысăках мар шăтăк хăварса тăррине йывăç тураттисемпе витсе çавăрать. Кун пек йăва уншăн хÿтлĕх те, чĕпписене пăхса ÿстерме те меллĕ. Кураксем хăйсен «çурчĕсене» ушкăнпа лармалли вырăнсенче çавăраççĕ пулсан, чакаксен ун пек йăла çук. Вĕсем хăйсен пурăнмалли вырăнсене пĕчченшерĕн ăсталаççĕ.

Чипер кайăкăн тата çакăн пек йăла та пур: хушăран вăл кил-çурт хыçĕпе çынсем сисиччен вăрттăн вĕçсе çÿреме те юратать. «Ман çинчен мĕн калаçаççĕ-ха унта» текен шухăш-туйăмпа вырăнтан вырăна яланхилле хÿрине унталла-кунталла чĕтрентеркелесе вĕçме ÿркенмест.

Çапла çав, çавăн пек вăл чакак. Нимĕн те калаймăн урăх, чăн-чăн чакăлти кайăк.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 октября 2009
00:00
Поделиться