Вырма хыпарĕсем
Районĕпе ĕнерхи кун тĕлне 14450 гектартан тĕш-тырă пуçтарса кĕртнĕ. «Труд», l «Батыревский», «Красное знамя», «Югель», «Тойсинская», «Исток» хуçалăхсенче, улма-çырла питомникĕнче пĕрчĕллĕ культурăсене пуçтарса пĕтернĕ.
Вăтам тухăç районĕпе гектартан 27, 9 центнерпа танлашать. «Дуслык», «Колос», l «Чулпан», «Родина», «Мир» хуçалăхсенче тухăç 20 центнертан та кая. Улма-çырла питомникĕнче (42, 4 центнер), «Батыревский» (39, 1), «Малалла» (36, 5), «Исток» (35, 9), «Труд» (35, 1), «Жизнь» (35, 01), Ленин ячĕллĕ (32, 1), «Звезда» (31, 3), «Красное знамя» (30, 8) хуçалăхсенче кăтартусем лайăх.
Кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлесси вĕçленсе пырать: 5943 гектартан 5160l гектарта ĕçе пурнăçланă.
Ленин ячĕллĕ, «Колос», «Тойсинская», «Звезда», «Красное знамя», «Исток», «Жизнь» хуçалăхсенче кĕрхисене никĕсе хывма пуçланă. Ĕнерхи кун тĕлне
![]() |