Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕнчипе паллă поэт

Çак йĕркесем тĕнчипе паллă поэтăмăрăн Геннадий Николаевич Айхин пулнине пурте туйса илчĕç пулĕ тетĕп. Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче чăваш çыравçи çуралнăранпа 75 çул çитет.

Г. Айхи çуралнăранпа 75 çул çитнĕ май

«Çăлтăр эс – çăлтăрсемпе:

Кайăк пул – кайăксемпе,

Кашкăр çеç нихçан та пулмăн

Эс хирти кашкăрсемпе...»

(«Сăвăç, эс – кашнийĕнпе...» сăвăран)

Çак йĕркесем тĕнчипе паллă поэтăмăрăн Геннадий Николаевич Айхин пулнине пурте туйса илчĕç пулĕ тетĕп. Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче чăваш çыравçи çуралнăранпа 75 çул çитет.

Чăваш патшалăх пичет архивĕнче Г. Айхин 72 кĕнекипе куçарăвĕ, хаçат-журналта пичетленнĕ сăввисемпе поэмисем, статйисем, ун çинчен çырнă нумай-нумай паха материалсем тирпейлĕн упранаççĕ. Вĕсемпе паллашнă май тĕнче шайне çĕкленнĕ сăвăç çинчен, унăн пултарулăхне тишкерекенсем мĕнле хак панине çырса кăтартас шухăш çуралчĕ.

Г. Айхи (Лисин) 1934 çулта Çĕньялта çуралнă. Ачалăхĕ йывăр иртнĕ. Патăрьелĕнчи педагогика училищинче, Мускаври А.М. Горький ячĕллĕ литература институтĕнче вĕреннĕ. Чылай вăхăт çĕр-шывăмăрăн тĕп хулинчи В.В. Маяковский музейĕнче аслă библиограф пулса ĕçленĕ.

Г. Айхин малтанхи хут «Ленин», «Атăл» сăввисем 1949 çулхи «Ялав» журналăн 4-мĕш номерĕнче кун çути курнă. 1958 çулта пĕрремĕш сăвă кĕнеки «Аттесен ячĕпе» пичетленсе тухнă. Каярахпа ытти хайлавĕсем те сахал мар кун çути курнă. Чăвашла кăна мар, вырăсла, эрменле, полякла, нимĕçле, тутарла, акăлчанла тата ытти чĕлхесемпе халăх патне çитнĕ.

Поэт сăввисене çыравçă, литература критикĕ Уçăп Алексеев акă мĕнле хакланă: «Геннадий Айхи тематики пурнăçăн кашни пайне тивет, пуян та нумай енлĕ. Унта – чăваш халăхĕн йăли-йĕрки, ĕçĕ-хĕлĕ, туйăмĕ-сисĕмĕ, шухăш-кăмăл уйрăмлăхĕсем, тĕрлĕ халăхăн ĕмĕртен ĕмĕре куçакан хутшăнăвĕсем. Сăвă йĕркисенче этемĕн çут çанталăк вырăнĕ, тăван тавралăх туртăмĕпе илĕртĕвĕ, поэтăн ачалăхĕпе юратăвĕ, тунсăхĕ, чун савăнăçĕпе ыратăвĕ, пĕчĕкрен пăхса ÿстернĕ ашшĕ-амăшĕ, тăван-пĕтенпе тус-юлташ ăшши аван палăрать. Поэт кулленхи йывăрлăха парăнмасть, хăйне евĕрлĕхне упрать, ирĕклĕ малашлăха çирĕп шанать-ĕненет...»

Геннадий Николаевич – тĕнче шайлă сăвăç, чаплă куçаруçă. Вăл чăвашла вулакансене А. Твардовский çырнă «Василий Теркин», В. Маяковский хайланă «Йĕм тăхăннă пĕлĕт» поэмисемпе паллаштарнă, каярахпа тĕрлĕ халăх поэзийĕн тĕслĕхĕсене пирĕн пата çитернĕ. Халĕ эпир Франци, Венгри, Польша, Итали, Швеци çĕр-шывĕсен сăвăçисене хамăр чĕлхепе вулама пултаратпăр. 1972 çулта «Франци поэчĕсем» ятлă антологишĕн Франци академийĕн премине тивĕçнĕ. Вăл тăрăшнипех чăваш поэзийĕн антологийĕ вара французла пичетленнĕ. Г. Айхи хатĕрленĕ чăваш сăмахлăхĕн пуххи Италире кун çути курнă. Чăваш халăх поэчĕ Г. Айхи – Чăваш Республикин Патшалăх, Борис Пастернак, Митта Ваçлейĕ, Венгрири Федерик Петрарка ячĕллĕ премисен лауреачĕ.

Геннадий Айхи пултарулăхне хамăрăн тата ытти çĕр-шыв тĕпчевçисемпе çыравçисем хакланă хăш-пĕр сыпăксем:

«Айхи сăввисенче тасалăх, çутă – тĕп хăват. Чун çути, юр çути, Тĕнче пуррин çути. Сăвăçăн чунĕ ялан çÿлти Çутă патне туртăннă, «сасăсем пĕрне-пĕри шырани», тĕссем пĕр-пĕринпе килĕштерни Çутă çăл куç таппипе чĕрĕлет. Тĕнче (Турă) ытамĕнче хăйне туйнă аслă сăвăçăмăр...» (Хусанкай А. «Эсĕ пур» теекен шухăшпа ...» (Хыпар.2006.1 пуш).

«Айхи – чăвашăн чăн-чăн çăлтăрĕ... Çĕнĕ формăпа, çĕнĕ содержанипе çĕнĕ сăмах каларĕ вăл тĕнчери поэзи анинче. Ун пекки халиччен пулман. Чăваш чунĕ, чăваш тĕнчи кăна çуратма пултарнă пулĕ тесе шухăшлатăп çакăн пек гение. Хăй те хăйĕн пултарулăхĕпе, таланчĕпе, пурнăçĕпе тĕнче шайне çĕклерĕ чăваша. Унăн тĕслĕхĕ пире, чăвашсене пурăнма та ĕçлеме, хамăрăн вăй-хăвата туйса тĕнче тытăмĕнче, унти мухтавлă ытти халăхпа пĕрле малашне те илем кÿрсе пурăнассине çирĕплетрĕ...» (В. Оринов «Сыв пуллашсан та яланлăха пĕрле юлтăмăр». (Хыпар. 2006. 27 нарăс).

«Хăвăрăн сассăр, хăвăрăн куçăр. Мана, ватă йытта хумхантартăр-тăк, апла Эсир чылай пултарнă. Питĕ аван, старик, маттур. Ку вăл чăвашсен çамрăк Маяковскийĕ, лайăха илсе каласан...» (Светлов Михаил. « Геннадий Айхи çинчен» («Тăван Атăл». 2004. " 8.).

«Айхи, сăвă ÿнерне çав тери парăннăскер, йăлтах тарăн шутлать те пурнăçлать, пуринче те пĕрлĕхлĕх те кĕвĕлĕх тупать». (Антуан Витез, Франци поэчĕ, Геннадий Айхи çинчен. («Тăван Атăл». 2004. " 8.).

«Тин кăна нимĕçле куçарнă Сирĕн сăввăрсене вуларăм та вĕсен илемĕн тыткăнĕнче тăратăп. Сирĕн поэзи, хам сире унччен каланă пекех, хальхи Европа ÿнерне питĕ çывăх, анчах та Сирĕн сăнарлăх Сирĕн çеç тата питĕ авалхи йăла-йĕркене аса илтерет – Эсир асра тарăн упракан çухалнă цивилизацие» (Пьер Эммануэль, Франци Академийĕн членĕ. Геннадий Айхи çинчен («Тăван Атăл». 2004. " 8.).

Шел пулин те, чăваш чунлă сăвăç пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа 3 çул иртрĕ.

Паллах, ырă ячĕ, ĕçĕсем нихăçан та пирĕн тăван халăх асĕнчен каймĕç, вĕсем ĕмĕрлĕх тăван культурăмăр шайне кăтартакан витĕмлĕ пулăм пулса тăрĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 августа 2009
00:00
Поделиться