Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Программа пурнăçа кĕрет

«АПК аталанăвĕ» патшалăх программи районта пурнăçа ăнăçлă кĕрет. Çакна хăш-пĕр цифрăпа те çирĕплетме пулать. Кăçалхи 7 уйăхра, акă, граждансем килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăхран 52 миллион тенке яхăн кивçен укçа илнĕ.

Çăмăллăхлă кредит илес енĕпе Алманчă, Патăрьел, Кзыл Чишма, Сăкăт, Тăрăн, Шăнкăртам ял тăрăхĕсенче пурăнакансем хастарлăх кăтартаççĕ.

Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн программине пурнăçа кĕртни аш-какай тата сĕт туса илессине самаях ÿстерме пулăшĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 августа 2009
00:00
Поделиться