Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Палăртни пурнăçланса пырать

Тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисен канашлăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов ертсе пынă.

Канашлура тĕп калаçу тыр-пула пухса кĕртес, вĕрентÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес, учительсен конференцине ирттерес, район тата ял поселенийĕсен бюджечĕсене ăнăçлă пурнăçлассине йĕркелес, хутса ăшăтмалли тапхăра тĕплĕн хатĕрленес ыйтусем тавра пынă.

Çавăн пекех хăпартакан объектсене вăхăтра ĕçе ярас, халăхăн медицина ыйтăвĕсене тивĕçтерес, ялсене тирпей-илем кĕртес ыйтусене те анлăн хускатнă.

Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнас, право йĕркине пăсасран асăрхаттарас енĕпе тумалли ĕçсене палăртса çивĕчлетнĕ.

Строительство пирки калаçнă чухне нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси çине тимлĕ пăхнă. Хальлĕхе юсама палăртнă 17 çуртăн çивиттийĕсене улăштарнă. Кĕçĕн Патăрьелĕнчи çĕнĕ урамра ĕçсем ăнăçлă пыраççĕ.

Каникул вăхăтĕнче ачасем мĕнле каннине пĕтĕмлетнĕ. Ĕçе вырнаçтаракан центр çамрăксене ĕçпе тивĕçтерсе тăнă.

Тĕпрен илсен, эрне валли палăртнă тĕллевсене пурнăçланине палăртнă канашлура, унпа пĕрлех ку эрне валли тĕллевсене çивĕчлетнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 августа 2009
00:00
Поделиться