Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Муниципаллă службăра та саккунлăха пăхăнмалла

Граждансене муниципаллă службăна ĕçе илессин, ĕçлеттерессин, кăларассин хăйĕн йĕрки пур. Çак саккунлăха районта еплерех пурнăçласа пынине тĕрĕслерĕмĕр.

Вăл çакна кăтартрĕ: вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем федераллă саккунсене пурнăçлас тĕлĕшпе право акчĕсем йышăнман. Çавна пулах муниципаллă службăна ĕçе илнĕ чухне конкурс ирттермеççĕ, должноçсенче мĕнле квалификаци кирли паллă мар, муниципаллă служащисен реестрне туса пымалли йĕркене çирĕплетмен. Район прокурорĕ çак кăлтăксене кăтартса 19 ял поселенийĕн пуçлăхĕ патне те представленисем ячĕ.

Çĕньял ял поселенийĕнче ĕçе илнĕ чухне кирлĕ документсене йăлтах ыйтмаççĕ. Акă, 2-мĕш разрядри специалист пулма çынна кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнченех ĕçе илнĕ, анчах тĕрĕсленĕ кун тĕлне те унăн сăпат ĕçне туса çитермен: заявленипе вĕреннĕ докуменчĕсĕр пуçне нимĕн те çук. Ĕç килĕшĕвне те туман. Кун пирки те прокурор представлени ярса пачĕ.

Муниципаллă служащисен сăпат ĕçĕсенче пурин те пĕр евĕрлĕ çитменлĕхсем: ĕçе кĕме кансĕрлекен йывăр чир çукки пирки медицина справки, ĕçе кĕрес умĕнхи çулталăкри тупăшсене кăтартни, пурлăхпа пурлăх евĕрлĕ тивĕçсем çинчен пĕлтерни, пенси фончĕн страховани свидетельстви çук. Документсене номерлесе шута илмеççĕ.

Çакăн пек çитменлĕхсемшĕн Патăрьел, Ишлĕ, Аслă Чемен, Шăхач, Турхан, Тăрăн, Çĕньял, Шăнкăртам ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене представленисем панă.

Муниципаллă служащисене отпуск панă чухне те право акчĕсене пăсаççĕ. Кун пек тĕслĕх Ишлĕ ял поселени-йĕнче пулнă. Кунта 2-мĕш категорири специалиста отпуск панă чухне уяв кунне шута илмен. РФ Ĕçлев кодексĕпе килĕшÿллĕн, уяв кунне календарьлĕ отпуск шутне кĕртме юрамасть. Кун пирки протест тăратнă, кăлтăка пĕтернĕ.

Раççей Федерацийĕнчи муниципаллă служба çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн, муниципаллă служащисен хăйсен тупăшĕ, пурлăхĕ, пурлăхпа çыхăннă тивĕçĕсем çинчен палăртнă вăхăтра палăртнă йĕркепе налук органне кăтартусем тăратмалла. Анчах Тăрăн, Турхан, Çĕньял ял поселенийĕсенчи 5 служащи ун пек кăтартусем паман. Çавăнпа прокурор вăл служащисем пирки административлă ĕç пуçарчĕ.

Муниципаллă служащисем пирки кăларнă саккунсене пур çĕрте те туллин пурнăçламалла. Вĕсене пăсма никама та ирĕк паман.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 августа 2009
00:00
Поделиться