Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ача-пăча хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕпе

Ачасен каникул вăхăтĕнчи сисĕмлĕх туйăмĕ чакнине шута илсе, çавна май ача-пăча пурнăçне çул-йĕрпе транспортра, чрезвычайлă лару-тăруран хăрушсăрлатас тĕллевпе 2009 çулхи августăн 20-мĕшĕ – сентябрĕн 20-мĕшĕсенче районта ача-пăча хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхне ирттереççĕ.

Уйăхлăх вăхăтĕнче вĕрентÿ учреждени-йĕсенче чрезвычайлă лару-тăруран хÿтĕленес, пушар, çул-йĕр, транспорт хăрушсăрлăхĕ, шыв çинче сыхланас пирки калаçусем пулаççĕ. 4-11-мĕш классенчи ачасемпе конкурссем, викторинăсем ирттереççĕ. Çавăн пекех çул-йĕр правилисене пăхăнас, транспортра, пушарта, шывра, теракт хăрушлăхĕ тухса тăрсан сыхланмалли меслетсем çинчен, эвакуаци тăвас енĕпе практикăллă хăнăхусем йĕркелеççĕ. Ачасем 26-мĕш пушар чаçĕнчи пушар хăрушсăрлăхне пропагандăлакан центра çитсе курччăр тесе тăрăшмалла.

Ача-пăча валли хăрушсăрлăх туса хурас ыйтăва педагогика канашĕсенче, ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче сÿтсе явассине йĕркелемелле.

Уйăхлăх вăхăтĕнче пушар надзор органĕн предприсанийĕсене пурнăçлассине тимлĕ пăхмалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 августа 2009
00:00
Поделиться