Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ çурт – ял илемĕ

Районта строительство ыйтăвĕ – малтисенчен пĕри. Пĕрремĕш çур çулта 8125 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хăпартнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, 1, 5 процент чухлĕ нумайрах.

Кăçалхи çичĕ уйăхра вара районта 10083 тăваткал метр е мĕн пур палăртнинчен 36 процент çурт хута янă. Алманчă, Ыхра Çырми, Тăрăн, Шăнкăртам, Шăхач ял тăрăхĕсенче ку енĕпе уйрăмах лайăх ĕçлеççĕ.

Çамрăк çемьесене кĕтеслĕ пулма пулăшас тĕллевпе Чăваш Республикин Президенчĕ 2002 çулта Указ кăларнăччĕ. Унпа килĕшÿллĕн 8 çемье республика бюджетĕнчен çурт тума тата туянма 1303, 74 пин тенкĕлĕх социаллă тÿлев илнĕ.

Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасене хÿтлĕх тупса парас тĕллевпе районта сахал мар ĕçлеççĕ. Тăрăн ял тăрăхĕнче пурăнакан тăлăхсене республика бюджетĕнчен 742, 5 пин тенкĕ тивĕçнĕ.

Çĕр-шыври кризис хăйĕн çинчен систере пуçларĕ. «Çурт-йĕр» федераллă программăн «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çум программăра улшăнусем пур. Кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, укçа сахалтарах уйăрма палăртнă. Социаллă тÿлеве 5 çемьерен ытлашши илеймĕç. Асăннă программăпа 150 çамрăк мăшăр çурт-йĕрне лайăхлатасшăн.

Хальхи вăхăтра строительство валли тата хваттер туянас тĕллевпе патшалăхран пулăшу илес тесе 400 çемье черетре тăрать, вĕсенчен çамрăк çемьесем кăна – 250.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 августа 2009
00:00
Поделиться