Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йĕркене çав-çавах пăсаççĕ

Кăçалхи 7 уйăхра районта 24 çул-йĕр инкекĕ шута илнĕ. Вĕсенче 27 çын аманнă, 8 çын вилнĕ. Пĕлтĕрхи çав тапхăрпа танлаштарсан инкек шучĕ 10 тĕслĕх чухлĕ ÿснĕ, аманнисен тата вилнисен хисепĕ 5-шер нумайрах пулчĕ.

Аварисем руле кирлĕ пек тытайманнипе пулаççĕ. Юлашки тĕслĕхех илер. Е. гражданин çав сăлтавпа машинине ÿпĕнтернĕ, икĕ пассажира больницăна хума тивнĕ.

Ют районти транспорт хуçисен айăпĕпе 8 инкек пулнă, вĕсенче 4 çын вилнĕ, 13 çын аманнă. Ку кăтартусем пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Пирĕн район территорийĕнче инкек тунисем хушшинче Тутарстан, Ульяновск облаçĕн, Шăмăршă районĕн водителĕсем ытларах.

Çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пурнăçламанни пăшăрхантарать. Ку енĕпе кăтартусем каллех пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Вĕсем хутшăннипе 7 инкек пулнă, вĕсенче 4 çын аманнă, 4 çын вилнĕ. Çуран çÿрекенсемпе пирĕн тата ытларах ĕçлеме тивет.

Çул çитмен çамрăксем хутшăннипе 2 инкек пулнă, вĕсенче 2 ача вилнĕ.

Патшалăх транспорчĕсем йĕркене çирĕпрех пăхăнаççĕ. Вĕсем хутшăннипе инкек пулман.

Çул çинчи йĕркелĕхе çирĕплетес тесе ГИБДД уйрăмĕ асăрхаттаруллă ĕçсем сахал мар тăвать. Акă, 7 уйăхра 5528 водитель çул-йĕр правилине пăснă, вĕсенчен 164-шĕ урă пулман. Ачасем çул çинче аманни ан пултăр тесе милицин тĕрлĕ службипе пĕрле 21 рейд, 13 операци ирттернĕ. Вĕсем вăхăтĕнче йĕркене пăснă 1311 тĕслĕхе палăртнă. 54 водитель хĕрĕнкĕ пулнă, 110 водителе медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килĕшменнипе тытса чарнă.

Çул-йĕр правилисем çулран çул çирĕпленсе пыраççĕ. Анчах, темшĕн, чылай водитель вĕсене хисеплемест. Çапла вара хăйшĕн те, ытти çынсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратать. Çул çинче руль умĕнче лараканăн та, çуран çÿрекенĕн те тимлĕ пулмаллах. Çавăн пекех ачасене йĕрке пирки ăнлантарсах тăрасси çинчен манма юрамасть.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 августа 2009
00:00
Поделиться