Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Строитель кунĕ ячĕпе

Августăн 9-мĕшĕнче Раççей Строитель кунне паллă турĕ. Районти строительсем хăйсен уявне райадминистраци залĕнче ирттерчĕç. Малтанах вĕсене район пуçлăхĕн çумĕ – строительствăпа обществăллă инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ И. Дикин саламларĕ, строительсен паянхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ.

Районта строительство ĕçĕсем çулран çул сарăлса пыраççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, Чăваш Республикин Президенчĕн 68-мĕш Указне пурнăçлас енĕпе нумай вăй хунă, 57 километра яхăн паха çулпа 8 яла çыхăнтарнă, федераллă тата республика шайĕнчи программăсемпе килĕшÿллĕн 244 çемье, вăл шутра 63 çамрăк çемье, пурăнмалли вырăнлă пулнă. Пăла шыв çулне тÿрлетес, çыранĕсене çирĕплетес енĕпе пысăк ĕç тунă. Хальхи вăхăтра Кĕçĕн Патăрьелĕнче çĕнĕ урамра ĕç вĕрет. Ăна Чăваш Республикин Президенчĕн кăçалхи январĕн 19-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн тăваççĕ.

Канашлура чи лайăх строительсене Чăваш Республикинчи Минстройăн, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 августа 2009
00:00
Поделиться