Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕр ачасем ытларах çуралнă

Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ районта ача йышлă çуралнипе те палăрса тăрать. Кăçалхи иртнĕ 7 уйăхра 300 хĕр ачапа арçын ача хушăннă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта 256 ача çуралнă пулнă. Йыш ÿсет пулсан та вилекенсен шучĕ ытларах çав. 376 çын пурнăçран уйрăлнă.

Пĕлтĕр арçын ачасен çулталăкĕ пулчĕ пулас, кăçал хĕр ачасем ытларах кун çути курнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 августа 2009
00:00
Поделиться