Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Бюджетпа ĕçленĕ

Райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисен тунтикунхи черетлĕ канашлăвне район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов ирттернĕ. Унта иртнĕ эрнене пĕтĕмлетнĕ, ку эрне тĕллевĕсене палăртнă.

Иртнĕ эрнере район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулнă. Унта район бюджетне тата Уставне улшăнусем кĕртнĕ, интерессен хирĕçтăрăвне йĕркелесе пымалли Положение çирĕплетнĕ.

Канмалли кунсенче Физкультурник кунĕпе Строитель кунне паллă тунă, тĕрлĕ мероприяти, спорт ăмăртăвĕ ирттернĕ.

Маунтинбайк енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ, Тĕнче чемпионачĕн, Тĕнче кубокĕн бронза призерĕ, Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ, Пекинри Олимпиадăн бронза призерĕ Ирина Калентьева ялĕнче – Нăрваш Шăхалĕнче маунтинбайк енĕпе ăмăрту иртнĕ. Ентешĕсем Ирина Николаевнăна медаль илнĕ ятпа саламланă.

Районта вырма ĕçĕсем, кĕрхи культурăсем валли çĕр хатĕрлесси малалла пынă. Хутмалли тапхăра, çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Шкул ачисене ĕç тупса парассипе тăрăшнă.

Канашлура район тата ял поселенийĕсен бюджечĕсем мĕнле пурнăçланни пирки те калаçу пулнă. Строительство ĕçĕсене вăхăтра вĕçлесси çинчен те сÿтсе явнă.

Пĕтĕмĕшпе илсен, эрне бюджет ыйтăвĕпе ĕçленипе палăрса юлнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 августа 2009
00:00
Поделиться