Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ирина Калентьевăна – медаль

Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев Физкультурник кунĕ умĕн Пекинри 2008 çулхи ХХIХ çуллахи Олимпиада çĕнтерÿ-çисемпе призерĕсене патшалăх наградисене парасси çинчен Указ кăларчĕ. Патшалăх хисепне 128 спортсмен тивĕçнĕ. Вĕсен хушшинче пирĕн ентеш – Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ÿснĕ Ирина Николаевна Калентьева та пур. Ăна «Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденăн II степенĕн медалĕпе наградăланă.

Ирина Калентьева – маунтинбайк енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ, 2003 çулхи Тĕнче чемпионачĕн тата Тĕнче кубокĕн бронза призерĕ, 2003 çулхи Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ, 2008 çулхи Пекинри Олимпиадăн бронза призерĕ.

Ирина Николаевна Калентьева Патăрьел районĕнчи чапа тухнă спортсменсен ĕçне малалла шанчăклăн тăсать. Вăл районтан Олимпиадăсене хутшăннă пĕрремĕш спортсменка.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 августа 2009
00:00
Поделиться