Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял тăрăхĕсенче

Ялти халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйту кун йĕркинче яланах тăрать. Çав тĕллевпе Шăнкăртам ял тăрăх администрацийĕ районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа тачă çыхăнса ĕçлет. Акă, август пуçламăшĕ тĕлне ял тăрăх администрацийĕ 12 çынпа килĕшÿ туса виçĕ уйăхлăх ĕç тупса панă.

Кăçалхи августăн 1-мĕшĕнче Чулхула облаçĕнчи Дивеево поселокĕнче Серафим l Саровский Аслă çветтуя халалласа уяв иртнĕ. Унта Тăрăн ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем те хутшăннă. Вĕсем Серафим Саровский храмĕнче, Çветтуй Канавкăна, çветтуй çăл куçа çитсе курнă. Çавăн пекех Çветтуй Серафим çинчен нумай кăсăклине пĕлнĕ, паха сувенирсемлĕ пулнă.

Аслă Чемен ял тăрăхĕн депутачĕ Надежда Кошелева хăйĕн округĕнче тăваттăмĕш l çул ĕнтĕ ачасен ушкăнĕпе çуллахи вăхăтра урамсенче концерт кăтартассине йĕркелет. Августăн 2-мĕшĕнче Садовăй урамра черетлĕ концерт пулчĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 августа 2009
00:00
Поделиться