Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Васкани пÿрместех çав

Япăх пурăнатпăр тесе пĕртте ÿпкелешме çук. Ялсенче капмар çуртсем çĕкленни савăнтарать. Автомашина шучĕ çулсерен ÿсет. Пасар кунĕсенче район центрĕнче урам урлă каçма çук. Тикĕс çулпа çăмăл машинăсем пĕр чарăнусăр малалла иртеççĕ. Васкани пÿрмест те, çавна темшĕн шута илмеççĕ. Иртнĕ уйăх вĕçĕнче, акă, Çĕрпÿ-Ульяновск трасса çинче Треньел ялĕ çывăхĕнче автоавари пулнă. Ульяновскинче пурăнакан пĕр гражданин ВАЗ-2115 автомашинăпа хĕрарăма çапса хăварнă. Инкеке лекни аманнă. Урасăр юлнăскерĕн халĕ çын куçĕнчен пăхма тивет.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 августа 2009
00:00
Поделиться