Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

САККУН УМĕНЧИ ПĕР ТАНЛĂХШĂН

Раççей Прокуратурин системинче Прокуратура çумĕнчи Следстви комитетне туса хунăранпа икĕ çул çитет. Вырăнсенче çав комитетăн управлени-йĕсене, пайĕсене йĕркеленĕ. Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски, Елчĕк районĕсен территорийĕнче Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайне туса хунă. Ăна «çуралнăранпах» Руслан Небиуллович Шайхалов ертсе пырать. Унпа çак кунсенче пирĕн корреспондент калаçнă. Аяларах çав калаçу пичетленет.

– Руслан Небиуллович, следстви пайне йĕркеленин тĕллевĕсем мĕнлерех;

– Чи малтанах граждансен, обществăн, патшалăхăн судченхи тĕпчев ĕçĕнчи саккунлă прависене, саккунлă интересĕсене хÿтĕлесси, Конституцие çирĕп пăхăнса пурнăçласси. Паллах, преступленисем тунине хирĕç кĕрешесси те тĕп тĕллевсен шутĕнчех.

– Çĕнĕ органра ĕçлеме кадрсем те кирлĕ. Ку ыйтупа лару-тăру еплерех;

– Штатпа палăртнă должноçсене ятарлă пĕлÿллĕ, опытлă юристсемпе тивĕçтернĕ. Техникăллă ĕçсенче те çын çителĕклĕ. Халĕ пирĕн пайра мансăр пуçне Р.Р. Салимзянов ертÿçĕ çумĕ, чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсен следователĕ В.М. Ярушкин, В.Ю. Егоровпа Д.Ф. Тазюков тата А.С. Эткеров аслă следовательсем, Н.В. Маркиданова аслă инспектор-делопроизводитель, И.П. Серов водитель, Г.А. Салихова уборщица тăрăшаççĕ.

– Паллах, икĕ çулхи итогсене асăнса пĕтерме кăткăсрах ĕнтĕ. Çавăнпа та кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи ĕç-хĕлпе паллаштарсамăр.

– Чи малтанах çакна палăртасшăн: районсем хушшинчи следстви пайĕ тивĕçтерсе тăракан территорире пĕтĕмĕшле шута илнĕ преступленисен хисепĕ чакрĕ, вăл шутра чи йывăррисем – 11 процент, çын вĕлересси – 43 процент. Пай следователĕсем преступленисем пирки 397 пĕлтерĕве пăхса тухнă. Вĕсем тăрăх тĕрлĕ статьяпа 69 уголовлă ĕç пуçарнă, 51 ĕçне суда ярса панă. Судченхи тишкерÿ ĕçĕнче граждансен Конституци прависене пăснă тĕслĕхсем, айăпланакана суд тÿрре кăларакан приговор йышăнни пулман. Кăна ырă тĕслĕх шутнех кĕртес килет. Тунă преступленисене тĕпченĕ чухне тупса палăртнă сиенсене саплаштарма 453 пин тенкĕ шыраса илнĕ.

– Эсир, паллах, преступленисен шутне тĕрлĕ енлĕ тишкерсех тăратăр. Мĕнлереххисем, мĕнлерех никĕс çинче ытларах пăсаççĕ саккунсене;

– Вĕçленĕ уголовлă ĕçсен шутĕнче уйрăм çын пурнăçĕпе сывлăхне тапăннисем нумай. Питĕ йывăр тата йывăр преступленисем ытларах çемьере пулаççĕ. Вĕсем тĕп сăлтавĕ эрех-сăрапа виçесĕр иртĕхни, çăмăл тата тĕллевсĕр пурнăç йĕрки. Çак хăрушă япаласене хирĕç вирлĕрех те вирлĕрех кĕрешмелле. Вĕсем – обществăна, кашни çын пурнăçне аркатакан пулăмсем.

– Юлашки вăхăтра Раççей Президенчĕ В. Медведев коррупцие хирĕçле кĕрешĕве вăйлатасси çинчен калакан темиçе документа алă пусрĕ. Ку енĕпе Сирĕн ĕçсем мĕнлерех пыраççĕ;

– Коррупци çулĕпе пыракан преступниксене тупса тĕпчессипе тимлĕхе ÿстерсех пыратпăр. Ку енĕпе районсенчи прокуратурăсемпе, шырав органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме тăрăшатпăр. Кăçал кăна вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем ĕç вырăнĕпе усă курса тунă преступленисем пирки районсенчи судсене 2 уголовлă ĕç, вырăнти хăй тытăмлăх депутачĕсем пирки 2 уголовлă ĕç, милици сотрудникĕсем пирки 2 уголовлă ĕç ярса панă. Паллах, коррупцие хирĕçле кĕрешÿ малашне те вăйлансах пырĕ. Пирĕн те ку енĕпе çаврăнăçулăха, вăр-варлăха ÿстермелле.

– Хăвăрăн ĕçĕрти малашлăх тĕллевсем еплерех;

– Преступлени турăн – явап тыт, ют çын правине хĕсĕрлерĕн – явап тыт, – çакăн пек пирĕн кулленхи ĕç ыйтни. Саккун умĕнче пурте пĕр тан пулмалла: пысăк вырăнта-и эсĕ е пĕчĕк çеç ĕçре. Конституци çавăн пек хушать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 августа 2009
00:00
Поделиться