Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

РЕСПУБЛИКĂРА МАЛТИСЕМ

Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерстви республикăри ял-хула поселенийĕсем 2008 çулта экономика енĕпе ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсене виçĕ ушкăнра палăртнă: пĕрремĕш ушкăн – территорире 1500 çынна яхăн пурăнаканнисем, иккĕмĕш – 1500-4000 çын пурăнаканнисем, виççĕмĕш – 4000 çын ытларах пурăнаканнисем.

Пĕрремĕш ушкăнра Патăрьел районĕнчи Алманчă, виççĕмĕш ушкăнра Патăрьел ял поселенийĕсем çĕнтернĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 августа 2009
00:00
Поделиться