Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район пуçлăхĕ – хуçалăхсенче

Патăрьел район пуçлăхĕ Н. Глухов канмалли кунсенче районти хуçалăхсенче пулса тыр-пул пухса кĕртесси мĕнле пынипе паллашнă. Вăл «Исток» çĕр ĕç фирмине, Куликов хресчен-фермер хуçалăхне, «Знамя», «Сидели», «Труд» хуçалăхсене çитсе курнă.

Н. Глухов «Исток» çĕр ĕç фирминче вырма ĕçĕсем кал-кал пынине палăртнă. Августăн 3-мĕшĕ тĕлне кунта 490 гектар тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене çулнă, 460 гектарта пухса çапнă, 14600 центнер тырă тĕшĕленĕ е вăтам тухăç 32 центнер.

«Знамя» хуçалăх юлашки 15-20 çул хушшинче малтанхи хут инвесторсем пулăшнипе кăçал 270 гектар çĕр улми лартнă. Кунта «Ирен» çурхи тулла малашлăхлă сорт тесе шутлаççĕ.

Н. Глухов хуçалăхсем çĕнĕ техника туяннипе кăсăкланнă. Çывăх вăхăтра «Знамя» тата Куликов хуçалăхĕ нимĕç фирмин «Гримми» маркăллă çĕр улми кăларакан комбайнне илсе килеççĕ. «Знамя» кăçал МТЗ 12-21 маркăллă 2 трактор туяннă.

«Сидели», «Труд» хуçалăхсенче те вырма ĕçĕсем йĕркеллĕ пыраççĕ. «Труд» хуçалăх ертÿçи Н. Михайлов район пуçлăхне çанталăк аван тăрсан тыр-пула августăн 15-мĕшĕ тĕлне пухса кĕртесси çинчен пĕлтернĕ.

Çавăн пекех район пуçлăхĕ Турханти вăтам шкулта хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра еплерех хатĕрленнипе кăсăкланнă, усăллă сĕнÿсем панă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 августа 2009
00:00
Поделиться