Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пылак шывшăн – бронза медаль

Республика кунне паллă тунă май пуçарнă конкурсра Патăрьелĕнчи апат-çимĕç комбинатĕнче кăларакан «Грушевый» напиток бронза медале тивĕç пулнă. Чăнахах та сĕтеклĕ çав шăрăх çанталăкра ăш çунтармăшне пусаракан шыв. Ăна кунне çуршар литрлă кĕленче савăтра виçшер пин, 1, 5 литрлă пластиклă савăтра пиншер хатĕрлеççĕ. Продукци район территорине саланать.

Пылак шыв хатĕрлессипе ятарлă бригада ĕçлет. Н. Сыраева технолог технологине пăхăнса пырассине тимлесех тăрать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 августа 2009
00:00
Поделиться