Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«Мăкăнь» операци пырать

Унăн иккĕмĕш тапхăр пуçланчĕ. Мĕншĕн ирттереççĕ-ха ăна; Çак ÿсен-тăрана акса ÿстерекенсене тупса палăртассишĕн. Çеçкере чухне ытти чечексенчен уйăрса илме те çăмăлах мар ăна. Илемлĕн курăнса ларать. Вăрри пулсан вара хăйех паллă. Çÿлтен уçăлать. Ывăç çине çăмăллăн юхса тухать.

Операци вăхăтĕнче икĕ тĕслĕх тупнă: Çĕнĕ Ахпÿртре тата Кĕçĕн Арапуçĕнче мăкăнь ÿстерекенсене тĕл пулнă. Айăплисене администраци енчен явап тыттараççех.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 августа 2009
00:00
Поделиться