Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«Хурçă утсене» тĕрĕслеççĕ

Августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен районта «Трактор» профилактикăлла операци – уйăхлăх пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ – уйрăм çынсен, хуçалăхсен тракторĕсене тĕрĕслесси, юсавсăр, техника хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене тивĕçтермен «хурçă утсене» тупса эксплуатацилессинчен хăтарасси. Мероприятие йĕркелесе ирттерсе яма ятарлă комисси тунă. Унта «Ростехнадзор» инспекцийĕн районти аслă инспекторĕ А. Думилин, çул-йĕр инспекторĕсем, социаллă хÿтĕлев тата АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пайсен специалисчĕсем, Патăрьелĕнчи «Поддержка» страхлакан компанин представителĕсем кĕреççĕ.

Операци – уйăхлăх вăхăтĕнче комисси членĕсем ялсене тухса çÿрĕç, тракторсемпе прицепсене, хăй тĕллĕн çÿрекен ытти машинăсене тĕрĕслĕç. Вĕсем техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларнине, «хурçă ута» çÿретме ирĕк паракан документ пуррине, налук тÿленине пăхĕç, кивелнĕ машинăсене регистрацинчен кăларассине тимлĕх уйăрĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 августа 2009
00:00
Поделиться