Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хастарлăхĕ иксĕлми

 Библиотека ĕçченĕсене професси уявĕпе саламланă чухне район пуçлăхĕ Н. Глухов кĕнеке хăйĕн хакне çухатманнине, паянхи вулавăшсене çĕнĕ информаци технологийĕпе тата интернетпа пуянлатнăран библиотекăсем пысăк авторитетлă культура центрĕсем пулса тăнине палăртрĕ.

Чăнлăха çиеле кăларас тĕллевпе районти ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăна çитрĕм. Чăнах çапла иккен. Кĕнеке вĕççĕн алла илсе вулакансем, вулав залĕпе усă куракансем сахалăн та мар. Информаци центрĕн кабинетĕнче те çынсем пур. Н. Ракова библиограф районта тухса тăракан «Авангард» хаçатăн çĕнĕ номерне «шĕкĕлчет». Паха материалсене интернет урлă наци библиотекине яма хатĕрлет. Унта корпораци системи туса хунă. Пухăнакан интереслĕ материалсемпе çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче паллашма пулать.

М. Хлебникова патĕнче студентсем. Право енĕпе хăйсене кирлĕ информацисене илесшĕн вĕсем. Ыйту-хуравĕсене тупса паратех Мария Александровна. Район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен постановленийĕсем те алă айĕнчех. Вĕсенчи çĕнĕлĕхсене пĕлме пулать тата ытти те. Çĕнĕ çынсем мар Наталия Алексеевнăпа Мария Александровна. Иккĕшĕн те ĕç ăсталăхĕ çителĕклех. Чыс-хисепĕ те пур. М. Хлебниковăна кăçалхи районти «Акатуй-Сабантуйра» «2008 çулхи професси тĕлĕшпе чи лайăххи» ята пачĕç. Ялсенчи, район центрĕнчи библиотекарьсем хушшинче хисепе çĕнсе илме çăмăлах та мар. Çитменнине çулĕпе те аслах мар.

Патăрьел хĕрĕ Мария. Прохоровсен çемйинче кун çути курнă вăл. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн аслă пĕлÿ илме шут тытнă. Ĕмĕтне пурнăçланă. Хусанти патшалăх культура институчĕн дипломне илнĕ. Ĕçлĕ пурнăçне республикăри наци библиотекинче вулав залĕн библиотекарĕнчен пуçланă. Унтан ертсе пыракан библиографа куçнă.

Шăпа тăван яла илсе çитернĕ. Кунта та хăйĕн профессийĕпе ĕçе вырнаçнă. Библиотекăна кун ирттерессишĕн çеç çÿремен. Ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тунă вăл. Ăста специалист регионти тата федераци шайĕнчи правăпа социаллă пĕлтерĕшлĕ информацисен ресурсне илсе пырассишĕн яваплă. Пĕрлех унпа халăха усă кăтартассине те тимлет. Мария Александровна тăрăшулăхне пула районти ялсен историйĕсене электронлă вариантпа хатĕрленĕ. Паллă çынсем çинчен тунă ĕçсем те сахал мар. Вĕсене тĕслĕх библиотекăсем уçнă чухне презентациленĕ. Пĕр-пĕр поэт юбилейĕ тĕлне буклет кăларасси те уншăн йывăрлăх кÿмест.

Анлă тавракурăмлă пулни Мария Александровнăна ĕçре пулăшать çеç. Информаци центрне пулăшу ыйтма пыракансемпе сăпайлă калаçать вăл. Квалификацине, професси ăсталăхне ÿстерессишĕн тимлет. Конкурссене, литература каçĕсене, семинарсене ирттернĕ çĕре хастар хутшăнать. Спорт мероприятийĕсенче активлă. Район администрацийĕн социаллă аталану, информаципе тивĕçтерекен тата архив ĕçĕн пайĕн волейбол командин членĕ.

Тăрăшуллă ĕçе хаклакан Хисеп грамотисем çемье архивне илем кÿреççĕ. 2005 çулта вăл республикăри культура ĕçченĕсен профсоюз организацийĕнне тивĕçнĕ. Çав çулах район администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕн пайĕн грамотине илнĕ. «Гарант» компани ирттернĕ конкурса хутшăннăччĕ Мария Александровна. Вăл виçĕ турпа иртнĕччĕ. Çĕнтернине çирĕплетекен диплом пур. Принтер парса чыслани те курăмлă.

– Çынна курăнман е алла тытса хак пама тивĕçлĕ ĕçсем сахал мар пирĕн. Малашлăх тĕллевĕсем те пысăк. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче пухмалли материал нумай. Вĕсене компьютера кĕртесшĕн. Республикăра пыракан «Аграри тĕнчи» конкурса хутшăнасшăн, – чарăнса тăрать хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен М. Хлебникова. «Професси тĕлĕшпе чи лайăххи» ята тивĕçнинче коллектив килĕшĕвне, хисепне, пĕр-пĕрне хаклама пĕлнине курать.

Çемьере те сăпайлă, кăтартуллă Мария Александровна. Мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтереççĕ вĕсем. Костя Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн тăххăрмĕш класĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухрĕ. Экзаменсене лайăх паллăсемпе тытрĕ. Сергей шкула кайма хатĕрленет.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 августа 2009
00:00
Поделиться