Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Алă усса лармалла мар, татса памлли ыйтусем нумай

Сентябрь уйăхĕн варринче район центрĕнче ĕçме юрăхлă шывпа усă курма май пулĕ. Патăрьелĕнче шыв тасатакан станци талăкра 600 кубла метр тасатса кăларать, анчах хальлĕхе 100 кубла метртан ытлашши кирлĕ мар пулса тухать. Предприятисемпе организацисем шыва йышăнма хатĕрленсе çитмен. Районти тĕп больница, автостанци, уйрăм çынсем тытса тăракан кафетерисемпе суту-илÿ точкисем тата пĕрремĕш шкул кăна усă курма пултараççĕ. Сеть тăрăх шыв кайсан пăрăхсене сыпăнтарма йывăррине, ку ыйтупа паянах тимлемеллине район пуçлăхĕн çумĕ, райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тата строительство пайĕн начальникĕ И. Дикин палăртрĕ.

Малашне суту-илÿпе, апат пĕçерессипе ĕçлекен кашни предприятин таса шывпа усă курнине ĕнентерекен документ та кирлĕ пулать.

Район центрĕнчи çулсене, тротуарсене юсани пуриншĕн те лайăх, анчах татах чăрмавсем сиксе тухаççĕ. Çуртсем, лавккасем патнелле кĕрекен пăрăнкăчсене транспорт-па кĕрсе тухас тесен кашнийĕн хăйĕн тăрăшмалла. Ку та, паллах, укçа-тенкĕпе çыхăннă.

Çÿп-çапа ăçта хурасси яланах йывăрлăх кăларса тăратнă. Районта пĕр полигон тата вăхăтлăх упрамалли 23 ятарлă лаптăк пур. Полигона кирлĕ шайра тирпейлесе яма, проект тума кăна район бюджетĕнчен икĕ миллион тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех малашне çын ытларах пурăнакан, ĕçлекен вырăнсене контейнерсем вырнаçтармалла. Çывăх кунсенчех 74 штук илсе килмелле. Тирпей-илеме тытса тăма икĕ автомашина туяннă.

Строительсем хыççăн тăрса юлакан ăпăр-тапăр: битум, цемент, гипс – çын сывлăхĕшĕн, çут çанталăкшăн хăрушлăх кăларса тăратать. Пушар тухасси те инçе мар, кун пек тĕслĕх пулнă та. Кашнийĕн хăйĕн хыççăн йĕрке туса хăварсан малашне ку ыйту тăмĕ.

Çавăн пекех район территоринче вырнаçнă пур организаци-предприятин пухăннă çÿп-çапа илсе кайса тăкасси пирки çак енпе ĕçлекенсемпе килĕшÿ тума тивет.

Хĕле хирĕç кашни кун утăмлатпăр, унччен вăй хумаллисем пур. Ăшă пăрăхĕсене тасатса кăлармалла, кун валли кирлĕ условисем çителĕклĕ. Шел пулин те, хускалакансем çукрах. Нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансем кашнийĕ хăйсем газпа хутса ăшăнма пуçлаççĕ. 203 хваттерте «кăвак çулăм» ырлăхĕпе усă курма тытăннă.

Патăрьелĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене çĕнетни пирки хаçатра темиçе те çырнăччĕ. Юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ, анчах йывăрлăхсăр мар. Çуртсенче пурăнакансен хăйсен мĕн пур укçан 5 процентĕнчен кая памалла мар, шăпах çакăнта чăрмавсем пур.

Ĕçпе тивĕçтерекен центр начальникĕ М. Сепперов пирĕн района ĕçсĕррисене валли 20 миллион тенкĕ укçа уйăрнине пĕлтерчĕ. Хăш хуçалăхра е предприятинче ытлашши çын кирлĕ, вĕсем шутра тăракансемпе усă курма пултараççĕ.

Ларăва район пуçлăхĕ Н. Глухов пĕтĕмлетрĕ, ыйтусене хуравларĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 августа 2009
00:00
Поделиться