Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ кĕнеке пичетленчĕ

Районти «Авангард» хаçат редакцийĕнче Патăрьелĕнчи Г. Хлебникован кĕнеки пичетленсе тухрĕ. «Çунатлă вăхăт» ятлă вăл. Авторшăн чăнах та вăхăчĕ çунатлă. Иккĕмĕш кĕнеки çакă Галина Фирсовнăн. Пĕрремĕшĕ «Сан ятупа» тухнăччĕ.

Кĕнекере 40 сăвă. Пурте çăмăл вуланаççĕ вĕсем. Тарăн шухăшлă. Пĕрре вуласах ăша вырнаçаççĕ. «Пурнăç ылтăнран та паха сывлăх, 77 юлташ пуррипе, пĕр-пĕрне ыр тума пĕлнипе пуян, тĕнче ыр ĕмĕтпе ытарлă», – тет автор. Çуркуннене ĕçлĕ вăхăт пулнипе хаклать. Çĕнĕ вăрлăх, çĕкленÿ, шанчăкпа ĕмĕтленÿ кĕркунне тупăш парасса шантарать. Хăйĕншĕн те çаплах пултăр. Çуркунне çуралнă шухăшĕсем кĕркуннене пурнăçа кĕччĕр.

Малашне те поэзи тĕнчинче тата та сулмаклă утăмсем туса кĕнеке хыççăн кĕнеке пичетлемелле пултăр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 августа 2009
00:00
Поделиться