Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял сăн-сăпачĕ çĕнелет

Пурăнакан вырăн тирпейлĕ, хăтлă, илемлĕ пулни пуриншĕн те лайăх, илĕртÿллĕ. Çын куçне те курăнать çакă. Патăрьел сăн-сăпатне улăштарас енĕпе тунă ĕçсем кăмăла çĕклеççĕ. Çу каçипе ырă улшăнусем тата та пулаççех. Ара, çитес çул Республика кунне уявлама пирĕн тăрăха хăна-вĕрле сахал мар пуçтарăнĕ. Вĕсен умĕнче, паллах, намăс кураймăн. Хальхи вăхăтра ООО «Спецстройкоммуникации» ĕçченĕсем Патăрьел ялĕнчи Ленин проспектĕнчи утма çула асфальт сарма хатĕрлеççĕ. Пĕр енчи тротуара иртнĕ çулах тикĕсленĕччĕ.

Çÿлерех асăннă пĕрлешÿ ĕçченĕсем район администраци çурчĕ умне тирпей-илем кĕртес яваплăха та хăйсем çинех илнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 августа 2009
00:00
Поделиться