Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ВЫРМА ХЫПАРĕСЕМ

Июлĕн 31-мĕшĕ тĕлне 17 хуçалăхшăн яваплă тапхăр пуçланнă. Пурĕ 2326 гектарl е мĕн пур лаптăкăн 12, 1 процентне вырнă, 2039 гектар тĕшĕленĕ.

Районти вăтам тухăç 30, 08 центнерпа танлашать. «Батыревский» (42, 9 центнер), «Малалла» (42, 4), «Красное знамя» (36, 3), «Труд» (32, 2), «Первомайск» (30, 7), «Исток» (30, 8), Ленин ячĕллĕ (30, 4) хуçалăхсен тата улма-çырла питомникĕн (35, 7 центнер) тыр-пул анисем уйрăмах савăнтараççĕ.

Пĕрчĕллĕ кĕрхи культурăсене «Исток», «Малалла», «Гвардеец» хуçалăхсенче, l улма-çырла питомникĕнче пĕтĕмпех пухса кĕртнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 августа 2009
00:00
Поделиться