Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ветерансен йышĕ ÿсрĕ

Паянхи кун районта «Ĕç ветеранĕ» чыслă ята тивĕçнисем 5644 çын. Тăххăрĕшне çак кунсенче социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Ф. Майорова удостоверени пачĕ, ветерансене тивĕçекен çăмăллăхсем çинче чарăнса тăчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнисен йышне кĕрекеннисен шутĕнче Пăлапуç Пашьелĕнчи В. Шихранова та пур. Валентина Ильиничнăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 36 çул. Вăл Первомайски, Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче ĕçленĕ. Ял хуçалăх çыравне хутшăнса кăкăр çине çакмалли паллăна тивĕçнĕ.

Л. Иванова «Колос» хуçалăхра 20 çул ытла дояркăра ĕçленĕ. Виççĕмĕш степеньлĕ Ĕç Мухтавĕн орденне тивĕçнĕ.

Л. Паймуллинăн «Знамя» хуçалăхри ĕç стажĕ 40 çулпа танлашать.

Н. Павлова вара вĕрентÿ ĕçĕнче «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Нина Ивановна Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта 26 çул ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет.



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 августа 2009
00:00
Поделиться