Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕрлешекен çынсен телейĕ тулли пултăр

Çапла ыр сунаççĕ çĕнĕ мăшăра. Вĕсен пурнăç çулĕ ылтăн çĕрĕ пек çап-çаврака та яка пултăр теççĕ. Çак ырă сăмахсене кăçал пĕрлешекен 167 хĕрпе 167 каччăна каларĕç. Иртнĕ çул çак тапхăрта 123 çемье чăмăртаннăччĕ. Пуринчен тухăçли вара кăçал утă уйăхĕ пулчĕ. Пурĕ 32 çĕнĕ çемье çуралчĕ.

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн специалисчĕ Г. Козлова иртнĕ эрнере 11 мăшăра çемье чăмăртанине çирĕплетекен свидетельство пачĕ. Ку эрнере 9 çырăнтару турĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 августа 2009
00:00
Поделиться