Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕр çемьерен – тава тивĕçлĕ икĕ ĕçчен

Анат Туçари Василийпа Анастасия Кузнецовсем ултă ача çуратса пăхса çитĕнтернĕ. Ăрăва малалла тăсакансем пурте пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ. Николайпа Юрий строительство енĕпе кайнă. Василий прокуратура системин специалисчĕ. Надя пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Маринăпа Аня вара – библиотекарьсем. Иккĕшĕ те республикăри Чăваш наци вулавăшĕнче ĕçлеççĕ. Пултаруллăскерсем. Çакна ентешсене «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пани те çирĕплетет.



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 августа 2009
00:00
Поделиться