Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çурхи призыв тата саккунлăх

Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар ĕç комиссариачĕ кăçалхи çуркуннехи призыв вăхăтĕнче Раççей çарне 104 çамрăка янă. Çавна май Çар тивĕçĕ пирки калакан саккунсене мĕнле пурнăçланă-ха?

Çак ыйтупа кăсăкланса Патăрьел район прокуратури тĕрĕслев ирттерчĕ. Ун вăхăтĕнче Раççей Федерацийĕн çар тивĕçĕ тата çар хĕсмечĕ, альтернативлă гражданла хĕсмет çинчен калакан Саккунĕсене тĕпе хутăмăр, призыв ыйтăвĕпе çар ĕç комиссариачĕ, райшалĕç пайĕ тăратнă сведенисене те шута илтĕмĕр.

Тĕпрен илсен, çуркуннехи призыв йĕркеллĕ, саккун картинче иртнĕ. Анчах та кăлтăксем те пулнă.

Акă, И.В. Хитров çар хĕсметĕнчен пăрăннă. Кун пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Тепĕр икĕ призывник пирки çар ĕç комиссариачĕ районсем хушшинчи следстви пайне материалсем тăратнă.

Призывниксене ăсатнă вăхăтра дисциплинăна, обществăллă йĕркелĕхе пăсни пулман. Шалĕçпайĕн ĕçченĕсем ку енĕпе тимлĕ пулнă.

Кăçалхи çурхи призыв вăхăтĕнче 389 призывника тĕрĕсленĕ. Вĕсем комиссие пурте килнĕ. Çак хисепрен 178 призывника çар хĕсметне юрăхлă тесе йышăннă. Ыттисен юрăхлăхĕ тĕрлĕ шайра.

Районти призыв комиссийĕ хăйĕн йышăнăвĕсене саккунсемпе килĕшÿллĕн кăларнă. Анчах çар ĕç комиссариатĕнчи хăш-пĕр сотрудниксем призывниксем пирки тарăннăн тишкермеççĕ. Çавна пулах пĕр призывника хĕсмете саккуна пăсса ăсатнă. Вырăна çитсен И.Л. Михайлов чирли палăрнă. Унăн чирĕпе хĕсмете яма юраман. М.А. Камалетдинов призывникăн вара пĕр вăхăтрах икĕ çĕрте вĕренни çинчен справкăсем пулнă.

Çар ĕç комиссариачĕ хĕсмет вăхăтне каярах хăварассине саккунлă пурнăçласа пынă. Çурхи призыв вăхăтĕнче 68 çамрăкăнне хĕсмет тапхăрне каярах хăварнă: сывлăха пула – 24, вĕреннипе – 42, çемье сăлтавĕпе – 2.

Тĕрĕслев çакна та кăтартрĕ: çар ĕç комиссариачĕ çурхи призыв вăхăтĕнче гражданин ăçта пурăннине палăртма райшалĕçпайне 53 ыйту тăратнă, мĕншĕн тесен вĕсене повестка памалла пулнă. Райшалĕçпайĕ ыйтусене вăхăтра татса панă.

Судпа айăпланнине пĕтермен е следствире тăракан граждансене хĕсмете илнĕ тĕслĕхсем пулман.

Тĕрĕслев Патăрьел район больницин ертÿçисем Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин тата Çар ĕç комиссариачĕн приказне туллин пурнăçламаннине кăтартрĕ. Сăмахран, Чăваш Республикин пухăнакан пункта тĕрĕслев тума врач-специалист яман, июнĕн пĕр кунĕнче хирургпа дерматолог пыманнипе 40 çамрăк медкомисси тухайман.

Альтернативлă гражданла хĕсметре пулма кăмăл тунисем районта пулман. Анчах та районта ытти çĕртен килсе альтернативлă хĕсмет ирттерекен икĕ çын пур. Вĕсем пирки саккунлăха пăхăнаççĕ.

Тĕрĕслев итогĕсемпе çар ĕç комиссарне, район больницин тĕп врачне, Çĕньял ял поселенийĕн пуçлăхне представленисем ярса панă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 августа 2009
00:00
Поделиться