Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вырмана тухнă

Хирте комбайнсен сассисем илтĕнме пуçларĕç. Вырмана кăçал июлĕн 19-мĕшĕнче «Труд» кооперативпа Ленин ячĕллĕ агрофирма пуçăнчĕç.

Хирте комбайнсен сассисем илтĕнме пуçларĕç. Вырмана кăçал июлĕн 19-мĕшĕнче «Труд» кооперативпа Ленин ячĕллĕ агрофирма пуçăнчĕç.

Районĕпе кĕрхи ыраш 605 гектар пуçтарса кĕртмелле. Ленин ячĕллĕ агрофирмăра вăл 190 гектар йышăнать, унта халь шăпах хĕрÿ тапхăр пырать. Ĕнерхи кун тĕлне 50 гектар ытларах çулнă.

«Труд» кооперативра «уй-хир карапĕсем» 56 гектарта ÿснĕ пăрçа уйĕнче ĕçлеççĕ.

– Кăçал пăрçа виçĕ сорт акрăмăр, «Труженик» ятли аванрах çитĕнчĕ. Вăл çуллен лайăх тухăç парать, – тет хуçалăхăн тĕп агрономĕ С. Шалтынов. – Хальлĕхе 50 гектар çулнă, хăвăртрах вĕçлесе кĕрхисем патне куçасшăн. Вĕсем те пирĕн аван хăпарчĕç. Тухăçĕ те ытти çулхисенчен кая пулмасса шанатпăр.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 июля 2009
00:00
Поделиться