Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ветерансене – ют çĕр-шыв медалĕсем

Райадминистрацин пĕчĕк залне çак кунсенче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен пĕр ушкăнĕ пухăнчĕ. Вĕсем пурте Белоруссие нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларма хутшăннă. Çавна май «Беларусь Республикине фашистла нимĕç захватчикĕсенчен ирĕке кăларнăранпа 65 çул» медале тивĕçнĕ.

Юбилей медальне Беларусь Республикин Президенчĕ А. Лукашенко 2008 çулхи декабрьте кăларнă указĕпе çирĕплетнĕ. Йĕрки тăрăх унпа Белоруссие иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче фашизмран ирĕке кăларма хутшăннă Беларусь тата ют çĕр-шывсен гражданĕсене наградăлаççĕ. Пирĕн районта паян пурăнакан 147 вăрçă участникĕнчен 13-шĕ Белоруссие ирĕке кăларнă çĕрте çапăçнă.

Ют çĕр-шыв наградисене панă ятпа ветерансене район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов, Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар ĕç комиссарĕ Н. Захаров, Патăрьел районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ф. Майорова саламларĕç. Вĕсем пухăннисене ют çĕр-шыв наградине пачĕç, медаль илнĕ ятпа ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Виçĕ ветерана медальпе килне çитсе чысларĕç.

Пухăннисене Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнчи пултарулăх ăстисем пĕчĕк концерт кăтартрĕç. Программăра вăрçă темипе çыхăннă юрăсем янăрарĕç. Ветерансен куçĕсем шывланчĕç çав вăхăтра. Вĕсем хăйсене çапла чысланăшăн, илемлĕхшĕн тав турĕç.

"Авангард" (газета Батыревского района)
23 июля 2009
00:00
Поделиться