Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«Юратупа шанчăклăхшăн» медале – Степановсене

Пĕтĕм Раççейри Çемье, юрату тата шанчăк кунĕнче район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов Первомайскинчи Зот Михайловичпа Вера Андреевна Степановсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чысланă. Çак сумлă наградăна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕрремĕш тивĕçрĕç вĕсем.

Степановсен çемйи районта хисеплисенчен пĕри. 55 çул пĕрле килĕштерсе пурăнать туслă мăшăр. Иккĕшĕн пурнăç çулĕ те Аслă Арапуçпе çыхăннă. Çемье пуçлăхĕ комбайнер пулăшуçинче, трактор бригадин бригадирĕнче, хуçалăх ертÿçин çумĕнче ĕçленĕ. Вăл ЧР ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РСФСР Верховнăй Совет Президиумĕн, ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

Хисеплĕ мăшăр виçĕ ывăл çуратса çитĕнтернĕ, тĕрĕс çул çине кăларнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 июля 2009
00:00
Поделиться