Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вячеслав Христофоров урамрах концерт кăтартнă

Кирек кам та юратнă ашшĕ-амăшне çуралнă кунпа парне тума тăрăшать. Патăрьелĕнче пурăнакан Л. Петров çемйи вара ашшĕне урăхларах кĕтменлĕх хатĕрленĕ. Петр Егорович Петров 83 çул тултарнă кунхине вăл юратнă чăваш артистне – Вячеслав Христофоровпа унăн юрăçсен ушкăнне килех чĕннĕ. Ырă хыпар Анат Тăрмăшра çиçĕм пек сарăлнă. П. Петров ячĕпе килнĕ артистсем ял халăхне урамрах виçĕ сехете яхăн чăваш юррисене шăрантарса савăнтарнă. Вăт парне ватă çыншăн!



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 июля 2009
00:00
Поделиться