Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«Кивçурт» уçланкăра район кунĕ иртĕ

Ыран православи тĕнне ĕненекенсемшĕн Петрпа Павел апостолсен кунĕ. Питравра пуçласа çырла çинĕ, унтан тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрленĕ.

Çак кун пирĕн районшăн тепĕр уяв та. Турханта Район кунне паллă тăвĕç. «Кивçурт» уçланкă хăнасене йышăнма хатĕр. Пĕлтĕр Район кунĕ Первомайскинче иртрĕ. Юхмапа Пăла ен тăрăхĕн Аслă Арапуçĕнче пуçласа иртнĕ хаваслă уявне Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров та хутшăннăччĕ. Хальхинче те Турханта сумлă хăнасем сахал мар пулĕç.

Уяв 12 сехетре пуçланать. Кăмăл пуррисене унта çитсе курма сĕнетпĕр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 июля 2009
00:00
Поделиться