Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кинемейсем иккĕшĕ те пĕр ĕмĕр тултарнă

Çак кинемейсен утса тухнă кун-çулĕ чăннипех те пуянлăх. Пурнăç пăрнăçĕнчи тĕрлĕрен йывăрлăхсене чăтса ирттерме тивнĕ пулин те Кивĕ Катекри Анастасия Михайловна Исаевăпа Агафия Терентьевна Задонова çĕр çул тултарнă.

Пĕр ĕмĕр хушшинче хисеплĕ ватăсем выçлăхне те туйнă, вăрçă нушисене те чĕре витĕр кăларнă тата ытти те. Çапах та кинемейсем пурнăçа ÿпкелесе пĕр сăмах та каламаççĕ. «Пирĕн пек вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр», – теççĕ паян вĕсем ачисемпе мăнукĕсене кăмăлтан пил парса.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 июля 2009
00:00
Поделиться