Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чĕпкас кÿллине акăшсем те саваççĕ

Кашни çынна тăван ял, çуралса ÿснĕ юратнă кил-çурт, пĕрле ÿссе çитĕннĕ тантăшсем çав тери çывăх. Пĕрисемшĕн вăл паян тăван ял тени темиçе хутчен хĕресленнĕ урамсемпе тăкăрлăксем, кермен евĕр капмар çуртсем, шкул, больница, ача сачĕ, уйрăм çынсем уçнă магазинсем, ĕç шавĕ тата ытти те. Урăхла каласан, юрăри евĕр, вĕсен ялне пырса кĕрсен каялла тухма та пĕлмелле мар.

Кзыл Чишма ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Чĕпкаса çитсен вара ялне ытарайманнипе те, кунта пурăнакан халăхне хисепленипе те мар, ывăннă куçа кантаракан кÿллине, тавралăхне кăмăлланипе каялла утăм тăвас килмĕ. Чĕпкас кÿллине акăшсем те килĕштереççĕ. Ял çыннисемшĕн вĕсем яланхи хăнасем. Унсăр пуçне йĕри-таврари хăмăшлăхран илтĕнсе тăракан чĕвĕлти чĕлхеллĕ кайăксен сасси пĕр кĕвĕ кăларни мĕне тăрать!

– Пирĕн пата аякран хăнана килекенсем чăнласах та çак ялсем кану вырăнĕнче пурăннине калаççĕ, ăмсанаççĕ. Чĕпкассем юнашарти кÿлĕрен чăнласах та им-сим илсе пурăнаççĕ, – тет ял тăрăх пуçлăхĕ З. Салахутдинов хăйсен таврашĕнчи йышĕпе те, калăпăшĕпе те чи-чи пĕчĕк ялпа паллаштарнă май.

– Эпĕ хамăн юратнă тăван кĕтесе темĕнле пысăккипе те, пуяннипе те улăштармастăп. Пĕр çемьери пек туслă çитĕнтĕмĕр эпир çак ялта. Паллах, паян кунта пĕр çамрăк та çук. Çапах та ял малашне те пурăнасса шанатпăр. Халĕ, акă, урам мăнуксен сассипе тулнă. Вĕсем пурте хуларан аслашшĕ-асламăш патне çуллахи каникула хăнана килнĕ. Курортри евĕр канлĕ канаççĕ ачасем кунта. Кам пĕлет, тен, вăхăт çитсен вĕсемех çурт никĕсĕсене çĕнетĕç... – каласа парать ашшĕ-амăш патне килнĕ Л. Камалова пекарь.

Çĕнĕ Чĕпкас пĕр урамран тăракан пĕчĕк ял. Паян кунта 14 хуçалăх, вĕсенче 28 çын пурăнать. Виçĕ сыпăкран йĕркеленнĕ пĕр пысăк çемье темелле. Пурне те пÿрне хуçлатса шутласа тухма пулать: Камаловсем, Хуснетдиновсем, Шарафутдиновсем, Мифтяховсем, Аллямовсем, Файзуллинсем...

Ялта чи асли – Б. Каюкова. Хăй пурнăçĕнче нумай хура-шур курнă хĕр-арăм. Самана нушине те тĕрлĕ тапхăрта сахал мар чăтнă. Паян кинемей ялта чи асли. Вăл 92-мĕш çулта пырать. Чи çамрăкки вара 47 çулта! З. Хасянова Чĕпкасра тивĕçлĕ канăва тухайман пĕртен-пĕр çын. Халĕ вăл почтальонкăра ĕçленисĕр пуçне ялти клубра та тимлет, май пур таран ватăсемпе тĕл пулусем йĕркелет, калаçусем ирттерет.

Чылай чухне эпир ĕç вăйĕ çамрăксенче тетпĕр. Вĕсем акана та, сухана та хутшăнаççĕ. Хальлĕхе Чĕпкасра та килти хушма хуçалăхра пахча çимĕçне пĕр-пĕрне пулăшса акса-лартса туса илеççĕ, выльăх-чĕрлĕхне те усраççĕ. Тĕп вăй вара çамрăк пенсионерсенче. Ялта пĕр хастар тутар трактор тытать. Кирлĕ чухне вăл пурне те пулăшма хатĕр. Пĕр пысăк çемьере хăшне уйăрса хăварăн-ха; Агрономĕ те алă айĕнчех. Çакă та çăмăллăх. К. Камалов хуçалăхсем кĕрленĕ чухне бригадирта та, агрономра та тăрăшса ĕçленĕ. Çĕр ĕçĕпе сĕнÿ-канаш пама 63 çулта пыракан специалистăн опычĕ çителĕклĕ темелле.

Ф. Шарафутдинов тивĕçлĕ канура пулин те «Ока» çăмăл автомашинăна çăмăллăнах чуптарать-ха. Кирлĕ пулсан кÿршĕ-аршине ял тăрăхне е магазина та илсе тухать. Ку енĕпе нихăçан та ÿркенсе тăмасть.

Чĕпкасра паян туй-çуй кĕрлессине те, çемьене çĕнĕ кайăк хутшăнса савăнăçа пайлассине те кĕтмелли çук. Вĕсем пурте хальлĕхе ял историне çырăнса юлнăскерсем çеç. Ялти аксакалсен ылтăн, бриллиант, корона туйсене, пысăк юбилейсене пĕрле чыслăн тăвассине çеç кĕтмелле, вĕсене тата нумай-нумай çул пурăнса ял историне пуянлатчăр тесе тимлемелле. Ялти Чĕпкас кÿлли вара акăшсемпе хур-кайăксен сассипе çеç мар, ача-пăча, ĕçлĕ шав сассипе тултăр. Çапла пулма кунта пурнăçра чи кирлисем маларахах пур: яла асфальт çул та çитнĕ, килĕрен «кăвак çулăм» çунать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 июля 2009
00:00
Поделиться