Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«Стройка» операци пырать

Республикăра июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 3-мĕшĕччен «Стройка» операци пырать. Ăна тракторсемпе прицепсен, хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен юсавлăхне, патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухнине, регистрациленине тĕрĕслес, çын сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратманнине пĕлес тесе йĕркеленĕ. Çак тапхăрта строительство, çул-йĕре тирпейлекен организацисене тата ытти промышленность предприятийĕсене çитсе курма, çитменлĕхсене, кивелнĕ, ĕçе тухма юрăхсăр техникăсене тупма палăртнă.

Пирĕн районта çÿлерех асăннă организаци-предприятинче 56 трактор, 27 прицеп, çул-йĕр тунă çĕрте усă куракан 40 машина регистрациленнĕ. Паяна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр 100 единица ытла техника тухнă, вĕсенчен тракторсем – 35, прицепсем – 16, çул-йĕр юсакан тата ытти машинăсем – 51. «Хурçă утсенчен» 32-шĕ тата кăкарса çÿремелли хатĕрсен пĕр пайĕ юсавлисен ретне тăраймарĕç.

Техника тĕрĕслевĕ витĕр тухни пуриншĕн те лайăх, çула тухма та кăмăллă. Халь юсаса çитереймен трактор – машинăна çине тăрса «сиплемелле», патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăлармаллах.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 июля 2009
00:00
Поделиться