Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спорт хыпарĕсем

Штанга йăтса Чăваш Республикинче мала тухассишĕн черетлĕ ăмăрту Вăрнарта иртрĕ. Унта Патăрьел районĕнчи ача-пăча спортшкулĕнче вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Хĕрачасен ушкăнĕ уйрăмах ăнăçлă тупăшнине палăртмалла. М. Ерофеева 58 кг таранчченхи виçере 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. 53 кг таранчченхи виçере М. Камасова – 2-мĕш, И.Исаева 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕç. Арçын ачасенчен 69 кг таранчченхи виçере М. Никифоров 2-мĕш вырăн йышăнчĕ.

Шупашкарта Республика кунне паллă тунă вăхăтра çамрăк штангистсен ăмăртăвĕ те пулчĕ. Унта пирĕн районăн спортсменĕсем те хутшăнчĕç. Абсолютлă виçе категорийĕнче С. Мышов 1-мĕш, И. Исаева 3-мĕш вырăн йышăнчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 июля 2009
00:00
Поделиться