Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Помидор çиес килсен пăхма ÿркенмелле мар

Юлашки çулсенче çынсем помидор çĕрнипе нушаланаççĕ, вĕсене пулăшас тесе алла ручка тытрăм.

20 çул ытла каялла “Сельская жизнь” хаçатра Оренбург облаçĕнчи П. Сараев учитель томат вăррине 24 сехет хушши 20 процентлă суперфосфат шывĕнче шÿтерсен помидор пĕр уйăх маларах çеçкене ларать тесе çырнăччĕ. Эпĕ те çавăн пек туса пăхрăм, анчах шăтмарĕç. Халĕ эпĕ тÿрех акатăп, унтан пĕр сантиметр хулăнăш тăпрапа витетĕп. Вара вĕри шывра суперфосфат ирĕлтеретĕп те çийĕнчех сапатăп, унтан пленкăпа витетĕп. Фосфор ÿсен-тăрана шăтнă чухне кирлĕ.

Помидор вырăнне кĕркуннех суперфосфат сапса хăваратăп. Лартнă чух шăтăкĕсене тарăн та сарлака тăватăп, унта пĕр стакан кĕл ярса пăтрататăп. Лартнă хыççăн виçĕ кун иртсен çĕрнĕ тислĕк саратăп, кашни 2 тĕме пĕр пысăк витре кирлĕ. Кун пек тусан çĕр типсе çуркаланса каймасть.

Томатăн тымарĕ нÿрлĕ, аврисем типĕ çĕрте пулмалла. Кĕнекесенче тислĕк çук чухне пăчкă кĕрпи е курăк касса хума хушаççĕ. Пăчкă кĕрпи тымар хуртне (проволочник) ертет, çĕрĕн йÿçĕклĕхне ÿстерет. Курăксенчен тымар хурчĕсем, кăткăсем ĕрчеççĕ. Тислĕкрен лайăххи çуккине темиçе çул хушши ирттернĕ опытсем çирĕплетрĕç. Çитменнине эрнере пĕрре кăна шыв сапмалла.

Çимĕç пулма тытăнсанах оксихом, бордосская хутăшпа пĕрĕхме юрать. Пăхăр препарачĕсемпе темиçе хут сирпĕтсен çĕр юрăхсăра тухма пултарать, çавăнпа асăрхануллă пулмалла. Помидорсене кайран ыхра настойкипе кашни 15-18 кунтан пĕрĕхмелле. Кун пек тусан томата тÿрех татса çиме те юрать.

С. Гребенщиковăн “Справочное пособие по защите растений для садоводов и огородников” кĕнекинче ыхра настойкине тума вĕрентнĕ: 200-300 грамм ыхрана хуппипех мясорубкăпа авăртмалла та пĕр талăк 10 литр шывра лартмалла. Тепĕр кун 20-30 грамм хуçалăх супăнне ярса ирĕлтермелле, унтан помидорсене пĕрĕхмелле. Эпĕ малтан ыхрана 5 литр шывра лартатăп, тепĕр кун супăне теркăпа тураса вĕри шывра ирĕлтеретĕп те пĕрле хутăштаратăп. Ăшă настойкăпа помидорсене сирпĕтетĕп. Ытла каçа та юлма юрамасть, хĕвел аниччен помидор çулçисем типмелле. Тата томата лартнă хыççăн виçĕ эрнерен 10 литр шыва пĕр кашăк кали удобренийĕ, 30 тумлам йод ярса кашни тĕпе пĕрер литр шăваратăп. Йод çитмесен çынсем те чирлеççĕ, ÿсен-тăран та çавах.

Кали пĕлтерĕшĕ пирки те çырас тетĕп. 2002 çулхи май уйăхĕнче “Советская Чувашия” хаçатра тăпрара кали ытлашши пулсан, ÿсен-тăран çинче нимĕнле пыйтă та пулмасть тесе çырнăччĕ. Эпĕ пахчана тухса йывăçсене пăхрăм, терн çинче куртăм. Тăватă килограмлă хлорлă калине 8 витре шывра ирĕлтерсе йывăç таврашĕнчи лаптăка сапрăм. Эрнерен нимĕн те юлмарĕ. Пĕрре удобрени пани 6 çула пычĕ.

Кали тăпрара çителĕклĕ чухне çăнăхлă сывлăм та пулмасть. Хурлăханăн “дубровская” сортĕнче çăнăхлă сывлăм 20 çул ытла нушалантарчĕ. “Приусадебное хозяйство” журналта çырнă пек, кашни туратне кĕл шывĕ ăшне авса чикрĕм. Çакăн хыççăн веçех йĕркеленчĕ. Унтан кашни витрене пĕр литр кĕл ярса пăтратса шăвартăм, тислĕк сартăм. Кĕл питĕ паха удобрени. Унта кали, азотсăр пуçне ытти элементсем те пур. Эпĕ купăстана лартнă чухне те кашни тĕпе 1 стакан кĕл “парнелетĕп”, вара хуртсем чылай вăхăт хушши ермеççĕ. Кашни кун мĕн тунине, мĕнле çанталăк пулнине дневник çине çыратăп.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 июля 2009
00:00
Поделиться