Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пенси виçи ĕçленинчен килет

Шупашкарта «Экспо-Контур» курав центрĕнче регионсем хушшинчи «Регионсем – пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси» XVI выставка ĕçлерĕ. Шăпах çав вăхăтра унта Раççейри Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Р. Кондратьева массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе аудиоконференци ирттерчĕ. Çакă çыравçăсене пенси законодательствин ыйтăвĕсене тĕплĕнрех алла илме пулăшрĕ. Роза Кондратьева республикăри 21 хаçат тата 19 район администраци представителĕсен ыйтăвĕсене уçăмлатрĕ.

Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пынăран кун йĕркинчи темăна та ял ĕçченĕсен пенсийĕпе çыхăнтарнă. Çавна май пенси реформи, социаллă пакета хирĕçлессин çĕнĕ йĕрки, ĕçлемен пенсионерсене адреслă пулăшу парасси тата ытти те актуаллă пулчĕç. Ача амăшĕн капиталĕ интереслентерчĕ. Пурнăç пĕр вырăнта тăманран, ял халăхне пенсипе тивĕçтерес ĕçре улшăнусем пулса тăраççех. Вĕсене халăх патне çитерме тăрăшаççĕ вырăнти пенси уйрăмĕн специалисчĕсем.

Районта 11864 çын пенси илсе тăрать. Вĕсен уйăхри вăтам укçи республикăри ытти районсенчипе танлаштарсан пĕчĕк мар. Вăл пысăкрах та пулма пултарать. Кирлĕ документсене упрама, архива хума, йĕркеллĕ çырса пыма пĕлменни чăрмав кÿрет. Витĕм кÿрекен тепĕр сăлтава та палăртмасăр иртме çук. Коллективлă ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче килĕшÿпе ĕçлекенсем пенси фондне вăхăтра кирлĕ чухлĕ укçана куçарса пыма «манаççĕ». Ĕçлекенĕн тÿлевĕ курăнмасть. Пенсие тухас умĕн çеç сисеççĕ хăйсен йăнăшне.

Çул çитсен тивĕçлĕ канăва пурте тухаççĕ. Алла пенси укçи ытларах илес тесен маларахах хушма страховани взносĕ хурса пыма пулать иккен. Енчен те çын ăна çулталăка 2000 тенке çитерет пулсан, патшалăх ăна каярах 4000 тенкĕ таранччен тавăрса парать. Ку ыйтăва уçăмлатма пенси фончĕн районти управленине çеç каймалла.

Кăçалтан пуçласа федераллă саккунпа килĕшÿллĕн вилнĕ çынна пытарма уйăракан пулăшу виçи те ÿснĕ. Пĕрремĕш группăри инвалидсене, 18 çул тултарман сусăр ачасене, сывлăх енчен хавшак ватăсене, 80 çултан иртнисене пăхса тăракан урăх çĕрте ĕçлемен çынсене паракан компенсаци виçи те пысăкланнă.

Пĕр сехете пычĕ селекторлă канашлу. Журналистсем ертÿçĕ хуравĕпе кăмăллă пулчĕç. Роза Алексеевнăна та ĕçлĕ калаçу савăнтарчĕ. Çакнашкал конференцие малашне тăтăшрах йĕркелеме пулнине те палăртрĕ вăл.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 июля 2009
00:00
Поделиться