Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Лайăх ĕçлекенсене палăртнă

Республикăри «Агро-Инновации» хысна унитари предприятийĕ Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче ирттернĕ рейтинг пĕтĕмлетĕвĕпе 2008 çулта лайăх ĕçленĕ 100 ял хуçалăх предприятине палăртнă. «Агро-100» клуб çĕнтерÿçисене Республика кунне уявланă чухне, «Агропромышленность комплексĕн инновацилле аталанăвĕ: ыйтусем тата хуравсем» конференцире саламланă. Республикăри 100 лайăх предприяти хушшинче пирĕн районти 11 хуçалăх та пур: «Батыревский», «Исток», «Красное знамя», «Труд», улма-çырла питомникĕ, «Малалла», «Звезда», «Гвардеец», «Первомайск», «Югель», Ленин ячĕллĕ. Пĕлтĕр вара çак чыса 13 хуçалăх тивĕçнĕ пулнă.

 




"Авангард" (газета Батыревского района)
01 июля 2009
00:00
Поделиться