Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Конкурсра çĕнсе илнĕ укçа-тенке ĕçе кĕртме пикеннĕ

Кăçалхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ ял хуçалăхне аталантарма тивĕçлĕ майсем туса парас тĕллевпе ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилотлă проекта пурнăçласси çинчен Указ кăларсанах Кĕçĕн Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ С. Рубцов алхапăлах унта хутшăнма кирлĕ документсем хатĕрлеме пуçланă. Тăрăшни, канăçсăрланни харама кайман. Конкурсра çĕнтерсе вĕсем яла тирпей-илем, хăтлăх кÿме патшалăхран 40 миллион тенкĕ илме тивĕçнĕ.

– Теветкеленни питĕ пархатарлă ĕç. Çак утăмран эпир хăрамастпăр. Ку енĕпе пирĕн опыт та пур. Иртнинче, акă, ял инфраструктурине аталантарас, çамрăксемпе вăйпиттисене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе пин çамрăкран сахалтарах пурăнакан ялсем хушшинче ирттернĕ республика конкурсне хутшăнса Кĕçĕн Патăрьел ялĕпе 600 пин тенкĕ выляса илтĕмĕр. Ку, паллах, пирĕншĕн пысăк чыс, хисеп, пĕрремĕш çĕнтерÿ те пулчĕ. Ăна Президент ят панă Ача çулталăкĕнче çĕнсе илнĕрен укçа-тенке «Була» ача садне юсама, шыв кĕртнĕ çĕре ятăмăр. Ял халăхĕшĕн, ачасемшĕн пысăк та усăллă ĕç пулчĕ. Хальхинче, акă, пилотлă проекта пурнăçласа çамрăксем пурăнакан «Придорожная» урам пур енлĕ тирпейленĕ, – терĕ ял тăрăх пуçлăхĕ Сергей Петрович.

Кĕçĕн Патăрьелĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн конкурсра çĕнсе илнĕ укçа-тенке ĕçе кĕртме пикеннĕ. Хальхи вăхăтра урамри çутă юписене вырнаçтарнă, çак кунсенчех электрификацилес ĕç вĕçленет. Паян шыв пăрăхĕсем хурас ĕç пырать. Ăна та шутлă кунсенче тирпейлесе пĕтермелле.

Пĕрешкел евĕрлĕрех 16 çурт пулмалла урамра. Хальлĕхе пилĕк çемье çĕнĕ çĕре пурăнма куçнă. Çул хĕрринчи урамра никĕс ярса çурт-йĕр çавăрнисем ял хуçалăхĕнче тĕрлĕ вырăнта ĕçлеççĕ. Пурте çамрăксем, уйрăлса тухса «йăва» çавăрма шут тытнисем.

Проектпа килĕшÿллĕн çак урама асфальт сарма 7,6 миллион, шыв кĕртме 2,9 миллион, электричествăпа тивĕçтерме 710 пин тенкĕ каймалла.

Комплекслă майпа компактлă лартнă çуртсене хирĕçле, çул урлă хăтлă «Олимп» спорт комплексĕ пулать. 1,5 гектар йышăнать вăл. Паян кунта хĕрÿ ĕç вĕрет: ТПК «Шыгырданы» тата «Спецстройкоммуникации» строителĕсем спорткомплекс çуртне купалаççĕ, ытти тĕрлĕрен площадкăсен никĕсне тирпейлеççĕ. «Олимп» спорткомплексăн ĕç объекчĕ пĕчĕк мар. Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 28 миллион тенкĕлĕх ĕç тумалла. Хăтлă комплекс ялта, тавра ялта пурăнакан ваттишĕн те, вĕттишĕн те сывлăха тĕреклетмелли центр, кану вырăнĕ пулĕ. Кĕçĕн Патăрьелĕнчи «Придорожная» урам вара ялта çеç мар, районта та, республикăра та чи-чи кăтартулли, капăрри шутланĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 июля 2009
00:00
Поделиться