Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырă ĕçсем ял сăн-сăпатне улăштарĕç

Халăхшăн тунă кирек мĕнле курăмлă ĕç те пархатарлă. Вăл ялăн сăн-сăпатне улăштарать, инфраструктурине çĕнетет.

Çитес çул пирĕн районта Республика кунĕ иртмелле. Пысăк та яваплă, пĕлтерĕшлĕ мероприятие паянах хатĕрленмелле. Чăн малтанах район центрне кирлĕ пек сăн кĕртмелле. Çак тĕллевпе Патăрьелĕнче хальхи вăхăтра хăш-пĕр ĕç пырать. Акă, аслă урамри патшалăх çурчĕн çивиттийĕсене улăштараççĕ. Федераллă программăпа килĕшÿллĕн çак меслетпе 17 çурта çĕнетмелле.

Комаров урамĕнче кĕме-тухма йывăр пирки асфальт, айккинче утма çул сараççĕ. Унăн никĕсне туса пĕтерсе пыраççĕ, асфальтне сарасси çеç юлать. Урăхла каласан, çакнашкал ырă ĕçсем ялăн сăн-сăпатне палăрмаллах улăштарĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 июля 2009
00:00
Поделиться