Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Иккĕмĕш хут Раççей чемпионатне хутшăннă

Патăрьелĕнчи «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕн тренер-преподавателĕ Геннадий Елкин Киров облаçĕнче чушкăлла выляссипе Чăваш Республикин чысне хÿтĕлесе Раççей чемпионатĕнчен таврăннă. Ветерансем хушшинче йĕркеленĕ чемпионата вăл иккĕмĕш хут хутшăннă.

Ялтан тухнă спортсмена ку енĕпе пуян опыт пухнă спорт мастерĕсемпе пĕр шайра тупăшма çăмăлах пулман. Çапах та мал ĕмĕтлĕ ветеран районта та чушкăлла вылякансен пысăк ушкăнне йĕркелесшĕн, ăна аталантарасшăн.

Геннадий Васильевич Раççей чемпионатĕнче «Çĕнтерÿшĕн ăнтăлнăшăн» номинацире Хисеп грамоти илме тивĕçнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 июля 2009
00:00
Поделиться