Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«Хир кунĕ-2009» – «Труд» хуçалăхра

Июлĕн 2-3-мĕшĕсенче «Труд» ял хуçалăх кооперативĕнче республикăра йăлана кĕнĕ ял хуçалăх техникин куравĕ пулать. Вăл Чăваш Енри Çĕр ĕçченĕн кунĕн тата ял хуçалăх аталанăвĕн программипе килĕшÿллĕн иртекен пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти. «Хир кунĕнче» ял хуçалăхĕнчи ку чухнехи энерги перекетлекен технологисемпе те паллаштараççĕ. Курава йĕркелекенĕсем Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви, Чăваш Республикин «Агро-Инновации» хысна предприятийĕ, Патăрьел районĕн администрацийĕ.

Мероприятин пысăк уйрăмлăхĕ – экспозицие ятарласа хатĕрленĕ кăтарту уйĕнче вырнаçтарни. Çакă курава хутшăнакансемпе хăнасене ресурс перекетлекен технологисемпе, пысăк тухăçлă çĕнĕ техникăпа, селекци çитĕнĕвĕсемпе, ÿсен-тăрана хÿтĕлекен агрохими хатĕрĕсемпе уçăмлăн тата туллин паллашма май парать, мĕншĕн тесен кураври мĕн пур техникăна ĕçлеттерсех кăтартаççĕ.

Кăçал «Труд» хуçалăхăн кăтарту уйĕсенче Раççейри тата ют çĕр-шывсенчи 40 ытла предприятипе организаци хăйсен экспозицийĕпе паллаштарĕç. Çавăн пекех курава хутшăнакансем «Малалла» хуçалăх уйĕсене те çитсе курĕç. Чăваш Республикинчен «Чăвашагролизинг», «Чăвашагрокомплект», «Белпро-Сервис», «Агротрейдинг» пĕрлешÿсем тата хăш-пĕр хуçалăхсем хутшăнаççĕ. Вĕсем ку чухнехи хамăрăн тата ют çĕр-шыв техникипе усă курса инновациллĕ технологисене ĕçе кĕртсе пыраççĕ.

Курав-кăтартăва Чăваш Республикинчи муниципаллă район тытăмлăхĕсен ертÿçисене, вĕсен ял хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕсене, ял хуçалăх организацийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертÿçисене чĕннĕ.

Отрасльти куравра агропроизводствăра усă курмалли нумай тĕрлĕ ял хуçалăх техникине, производство хатĕрĕсене кăтартаççĕ. Çавăнпа пĕрлех тĕш-тырă, пахча çимĕç, пропашной тата техникăллă культурăсене туса илмелли пĕтĕм тапхăрсемпе паллашма пулать. Ертсе пыракан дилер компанийĕсен инжиниринг, лизинг, кредит енĕпе паракан сĕнĕвĕсем те кăсăклантарĕç.

Курав-кăтарту планĕпе механизаторсем çĕр сухалассипе конкурс ирттерме палăртнă. Хальлĕхе унта 20 ытла агрегат хутшăнма кăмăл тунă.

Ял хуçалăхне аталантарас кăмăллă кашни яваплă çыннăн çитме тăрăшмалла курав-кăтартăва.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 июля 2009
00:00
Поделиться