Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çум курăк çумласа – çур Мускав укçи

Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ тапхăрта чылай çемье пуçлăхĕ пурнăçа Мускава е ют çĕре ĕçлеме кайса сыпăнтарса пыраççĕ. Нимĕн те тăваймăн, хуçалăха та тытса тăмалла, ача-пăчана та кирлĕ пек çитĕнтермелле.

Инçе çула кĕске туса пысăк укçа тума май çуккисем вара вырăнтах пурнăçа йÿнеçтерме май тупаççĕ. Хальхи вăхăтра, сăмахран, ÿркенмен хĕрарăмсем пысăк лаптăк çĕрпе ĕçлекен хуçасем патне тĕрлĕ культурăна çум курăкран тасатма çÿреççĕ. Виçи вара тĕрлĕ ялта тĕрлĕрен. Алманчăсем, сăмахран, çак кунсенче Туçари пĕр çĕр хуçи патĕнче вăтăрăн ытла та ĕçленĕ. Тÿлевĕ те пĕчĕкех мар. Кун каçа ĕçленĕшĕн – 400 тенкĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 июля 2009
00:00
Поделиться