Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял тăрăхĕсем – тирпейшĕн, илемшĕн, хăтлăхшăн

Ял, урам, обществăлла вырăнсен тирпейĕ паян кашни çыншăн тĕкĕр евĕр пулмалла. Çавăн чухне çеç хамăр пурăнакан тăван кĕтес пур енчен пăхсан та капăр курăнĕ.

Кзыл Чишма ял тăрăхĕнче, сăмахран, çак кунсенче килти, урамри çÿп-çапа пуçтарса тăкмалли вырăна унчченхи çитменлĕхсене пĕтерсе йăлтах йĕркене кĕртнĕ. Çак лаптăк йĕри-тавра йăмрасем лартнă, унта пыракан çулне тирпейленĕ.

Алманчă ял тăрăхĕнче вара ял халăхĕ ыйтнипе тата пулăшнипе сăваплă вырăна, 1, 7 гектар йышăнакан çĕнĕ масара, карта тытса çавăрнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 июня 2009
00:00
Поделиться