Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăрлăх – пулас тухăç никĕсĕ

Пурнăç ялан малалла шăвать: кивви хыçа юлать, çĕнни вăй илет. Юлашки çулсенче, акă, вăрлăхсене те фитоэкспертиза туса акма пикенчĕç. Урăхла каласан – вăрлăха акса шăтарса, микроскоппа пăхса ун çинче мĕнле чир-чĕр ĕрченине пĕлни тата вĕсене пĕтерме кирлĕ имçама суйласа илни пулать вăл.

Вăрлăх çийĕнче тата ăшĕнче те тымар çĕрĕкĕ (корневая гниль) тата вутпуççи (головня) ытларах сарăлнă. Çак чирсене пула тыр-пул тухăçĕ те чылаях çухалать. Гельминтоспориоз (обыкновенная корневая гниль) та пысăк сиен кÿрет, унпа ытларах урпа чирлет. Альтернариозпа фузариоз тулă, сĕлĕ, пăрçа вăрлăхĕсенче час-час тĕл пулаççĕ.

Мĕнле хăтăлмалла-ха вĕсенчен; Чи малтанах, кăçал хатĕрленĕ вăрлăха çитес çула валли (переходный фонд) хăвармалла. 10 уйăх хушшинче, тĕлĕнмелле пек те, пулас тухăç никĕсĕ хăйне хăй чирсене тасатать. Çавăн пекех акиччен имçамлани те пулăшать.

Кăçал элита, суперэлита тата I репродукциллĕ вăрлăх 9000 центнер тĕрĕсленĕ, ку вăл кирлин 26 проценчĕ. Вĕсем 100 проценчĕпех чирлĕччĕ. II-IV репродукциллисен шалах кайнă.

Вăрлăх – пулас тухăç никĕсĕ, çавăн пирки нихăш çул та манас марччĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 июня 2009
00:00
Поделиться