Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сăкăтсенчен тĕслĕх илмелĕх пур

Ку чухнехи самана тĕрлĕрен меслетлесе пурăнма ыйтать. Чылай чухне пулăшупа теприн патне алă тăсма та тивет. Мĕн тăвăн, алăри пÿрнесем те пĕр пек мар-çке.

Паян районта ура çинче тăн-тăн тăракан хуçалăхсем нумаях та мар. Маларахри çулсенче çырăнтару тапхăрĕнче «Малалла», «Труд» хуçалăхсем хăйсен ĕçченĕсене кăмăлтанах «Авангард» хаçата çырăнса паратчĕç. Юлашки çырăнтарусенче Сăкăтсем çак çулта хастар та кăтартуллă ĕçлеççĕ. «Красное знамя» ертÿçи П. Никифоров хăйĕн ĕçченĕсене ведомоçпа хаваспах район хаçатне çырăнтарса пама пулчĕ.

Июнь уйăхĕ вĕçлениччен çак меслетпе ыттисене те усă курма ыйтасшăн. Сăкăтсенчен тĕслĕх илекенсем хăйсен ĕçченĕсенех ырă тăвĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 июня 2009
00:00
Поделиться